Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: олимп вӑййисем

Республикӑра Алина Иванова спортсменка факелпа
Алина Иванова спортсменка факелпа

Чӑваш Енре «Олимпиадӑпа ҫывӑхрах паллаш» акци малалла пырать. Ҫак тапхӑрта Олимп вӑййисен тӗп палли республикӑри мӗн пур шкулта, ача пахчинче тенӗ пекех пулса курнӑ. Нумаях пулмасть, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, факел Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонийӗнче пулнӑ.

Акци йӗркелӳҫисем палӑртнӑ пекех, Чӑваш Республикинче Олимп вӑййисен факелне кашниех тытса пӑхма, унпа сӑн ӳкерӗнме пултарать. Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмсен колонине факела РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, марафон чемпионки, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ тата Шупашкарта Олимп эстафетинче ҫулӑм йӑтса чупнӑ Алина Иванова илсе ҫитернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна колонире питӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ, йӗплӗ пралук леш енчи хӗрарӑмсемпе калаҫу лӑпкӑн иртнӗ. Алина Иванова факелсӑр пуҫне хӑйӗнпе пӗрле медальсем илсе пынӑ. Спортсменка колонири хӗрарӑмсем ӑна пӗлнинчен, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑкланнинчен тӗлӗннӗ. Йӑлапа килӗшӳллӗн тӗлпулу факелпа сӑн ӳкерӗннипе вӗҫленнӗ.

Аса илтерер: Шупашкарта Олимп ҫулӑмӗн эстафети пулнаранпа 1,5 уйӑх иртнӗ, Олимп вӑййисем вӗҫлениччен пӗр эрнене яхӑн юлнӑ.

Малалла...

 

Спорт Сочири асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк
Сочири асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи «Присурье» (чӑв. Сӑрҫум) вӑй-хал культурипе спорт комплексӗн самбо тата дзюдо преподователӗ Александр Семенов Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗн училищинче вӗренекен Евгений Паркинпа пӗрле Сочинчи Олимпиадӑна кайса курнӑ иккен. Унта ытти ҫын та тухса кайнӑ. Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ те ҫитесси пирки эпир, сӑмах май, маларах пӗлтернӗччӗ.

Сочине ҫитсе килнӗ самбо тата дзюдо преподавателӗ ҫулҫӳрев пирки кӑмӑл-туйӑмне вырӑнти район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Владимир Кузьминпа тӗл пулсах каласа кӑтартнӑ. Вӑл пысӑк шайри спортсменсене ҫывӑхран курма, вӗсенчен автографсем илме май килнишӗн чунтан савӑннӑ иккен. Олимп вӑййине кайса курнишӗн вӑл Владимир Кузьмина чунтан тав тунӑ иккен.

 

Вӗренӳ Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчи
Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчи

Улатӑрти «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчинче «Пӗчӗк Олимпиада» спорт уявӗ ирттернӗ. Шӑпӑрлансене Олимп вӑййисен историйӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Каласа кӑтартнипех ҫырлахман-ха — пӗчӗкскерсен уявӗ асра юлмалла пултӑр тесе тӗрлӗ ӑмӑрту йӗркеленӗ. Вырӑнтисем хыпарланине ӗненсен пӗчӗкскерсем ҫавӑн хыҫҫӑнах Олимп вӑййипе кӑсӑкланма тытӑнса кайнӑ. Вӗсем Олимпиадӑра пулӑмсемпе хаваслансах паллашаҫҫӗ имӗш.

Ача-пӑча учрежденийӗн ертӳҫи Ирина Яшина вара ҫавӑн йышши мероприятисем ачасен сывлӑхне ҫирӗплетме, вӗсен сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе пурӑнас туртӑмне вӑйлатнине палӑртса хӑварнӑ.

 

Спорт Кира Езех
Кира Езех

Керлингпа кӑсӑкланакансем Раҫҫей хӗрӗсен командин йышӗнче илемлӗ те хура сӑнлӑ мулаткӑна сӑнанах пулӗ. Мускав пикине Нкеирука Езех тесе чӗнеҫҫӗ, тӑванӗсемпе юлташӗсемшӗн — Кира. Вӑл чӑваш хӗрӗпе негр каччин юратӑвӗн ҫимӗҫӗ.

Унӑн амӑшӗ — Чӑваш Енрен, Етӗрне районӗнчи Тури Ачакран. 30 ҫул каялла вӑл Мускаври пӗр техникумра вӗреннӗ чухне М.Ломоносов ячӗллӗ университетра пӗлӳ илекен Нигери ҫыннипе паллашать, каярах вӗсен хӗр ҫуралать. Ӑна Нкеирука ят параҫҫӗ, хамӑрла вӑл Шанӑҫпи тенине пӗлтерет. Анчах ачи ҫулталӑк ҫурӑра чухне ашшӗ тӑван ҫӗршывне тухса каять, ҫавӑнтанпа вӗсен ҫыхӑну татӑлать.

Кира Езех — спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ, Олимп резервӗсен ятарлӑ «Москвич» спорт шкулӗнче О.Андрианова тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл — ҫӗршыв чемпионки, Европа чемпионки (2006, 2012), Пӗтӗм тӗнче Универсиадин призерӗ (2007, 2009). Олимп вӑййисене виҫӗ хут хутшӑннӑскер кӑҫал Сочири Олимпиадӑна парӑнтарасшӑн. Каласа хӑварас пулать — ку енӗпе ушкӑнӑн хальлӗхе ӗҫ ҫыпҫӑнсах пымасть-ха, темиҫе вӑййа вӗсем выляса ячӗҫ.

 

Персона Сильвия Петрова, талисман авторӗ
Сильвия Петрова, талисман авторӗ

Хӗллехи XXII Олимп вӑййисен талисманне — мулкача — ӳкерекен Сильвия Петрова нумай пулмасть Сочирен таврӑннӑ — вӑл унта вӑйӑ уҫӑлнине халалланӑ уява хутшӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче пӗлӳ пухакан хӗр ҫулҫурев пирки «Ҫамрӑксен хаҫатне» каласа панӑ.

Сильвия Петровӑна олимп вӑййине уҫнӑ уяв кӑмӑлне кайнӑ, унашкал илемлӗ уява нихӑҫан та курманни пирки пӗлтернӗ. Хӑйне вӑл юмах тӗнчине лекнӗн туйнӑ, чылай япаларан тӗлӗннӗ. Сцена ҫине хӑй ӳкернӗ мулкач йӗлтӗрпе тухсан Сильвия чунран савӑннӑ. Унӑн талисманӗ тӗнче историне кӗрсе юлнӑшӑн вӑл питӗ хӗпӗртет иккен.

Сӑмах май хаҫат Ҫӗнӗ ҫул умӗн Сильвия Чӑваш патшалӑх университечӗн чӳречисем ҫине Олимп вӑййисен талисманӗсене ӳкерни пирки те каласа парать.

 

Спорт Асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк
Асӑнмалӑх-савӑнмалӑх сӑнӳкерчӗк

«Олимп вӑййипе ҫывӑхрах паллаш» республика акцийӗпе килӗшуллӗн Олимп факелӗ, Олимп юхӑмӗн тӗп палли, Улатӑрти Культура керменӗнчи бокс пӳлӗмӗнче пулнӑ. Унта ҫамрӑк боксерсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ, тренерсем пухӑннӑ.

Мероприятие саванӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май Улатӑр хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Владимир Паршин сӑмах каланӑ. Вӑл Олимп факелне ҫын час-часах тытса курайманнине палӑртнӑ. Ку — ҫамрӑк спортсменшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӑл тренировкӑсенче тата вӑйлӑрах хатӗрленме, спортпа туслашма хӗтӗртет.

Унтан пухӑннисене Улатӑрти бокс федерацийӗн президенчӗ Владимир Тющин тата ыттисем саламланӑ. Андрей Суин Леонид Иванов тренера асанмалӑх пӑхӑр укҫа панӑ. Ӑна ятарласа Сочири Олимп вӑййине пуҫланас умӗн хатӗрленӗ. Леонид Олегович хаклӑ ҫак парнесене хулара бокс енӗпе иртекен турнирсен ҫӗнтерӳҫисене пама шантарнӑ. Савӑнӑҫлӑ уяв вӗҫленсен пурте сӑн ӳкерӗннӗ. Унтан кашниех Олимп факелӗпе пӗччен укерӗнме пултарнӑ.

 

Спорт Метеоритлӑ медаль
Метеоритлӑ медаль

Ҫулталӑк каялла Челепи хули ҫине метеорит персе аннӑччӗ. Ӑна пула хулари пин ытла ҫын шар курнӑччӗ.

Сочире иртекен олимп вӑййинче те ҫак пулӑма аса илсе икӗ ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене метеорит тӗпренчӗкӗсене кӗртсе лартнӑ медальсемпе чыслӗҫ. «Телейлисен» йышне ҫарт-ту йӗлтӗрӗн тата таканпа (конькипе) чупассин спорчӗн ҫӗнтерӳҫисем лекнӗ иккен. Пурӗ 50 медаль хатӗрленӗ, вӗсенчен спортсменсене 10-шӗ ҫеҫ лекӗҫ. Ыттисем сувенир евӗр валеҫӗҫ.

Малтанах медальсемпе паян чыслама шут тытнӑ пулнӑ, анчах олимп комитечӗ ларса шутланӑ хыҫҫӑн вӑл медальсемпе спортсменсене каярах чыслама йышӑннӑ — курма килнисем мӗншӗн икӗ медальпе чысланине ӑнланмӗҫ тесе пӗлтернӗ. Ҫапла май метеоритлӑ медальсене ҫӗнтӗрӳҫӗсен наци олимп комитечӗсене парӗҫ — лере вара уйрӑммӑн чыслӗҫ. Паллах, ҫӗнтерӳҫӗсене ахаль медальсемсӗр те хӑвармӗҫ.

 

Культура

Сочири Олимп паркӗнче Раҫҫее санлакан куравра пирӗн республика пирки каласа кӑтартакан экспозици те пур. Чӑваш кӗтесне федерацин Атӑлҫи округӗн стенчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ.

Кунта чӑваш элчисем Олимп вӑййи пӗтиччен ӗҫлӗҫ. Вӗсем виртуаллӑ экскурсисем ирттереҫҫӗ, ыйтусене хуравлаҫҫӗ. Хӑнасем чӑвашсен кондитер ҫимӗҫӗсене, пыл, эмел курӑкӗсенчен вӗретнӗ витаминлӑ чей тутанса пӑхма пултараҫҫӗ. Пысӑк видеоэкран ҫинче ятарлӑ роликсем кӑтартаҫҫӗ. Олимп паркӗн лапамӗсенче «Ҫавал» филармони ансамблӗ юра-ташӑпа савӑнтарать — ку ушкӑн олимп вӑййине хутшӑнни пирки эпир малтан пӗлтернӗччӗ. Й́ӑлапа килӗшӳллӗн чӑваш тӗпелӗн апатне те тутанма май пур. Унсӑр пуҫне Чӑваш Енрен Сочине сувенирсем илсе кайнӑ. Вӗсем Олимп вӑййисем вӗҫленсен Раҫҫейӗн тата тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсене саланӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=100702
 

Вӗренӳ

Шупашкарти 118-мӗш ача пахчинче хальхи вӑхӑтра Сочире иртекен хӗллехи олимп вӑййисен элемӗсене — символӗсене — туса лартнӑ. Кун пирки «ПроГород» хаҫат сайчӗ пӗлтерет.

Юр кӗлеткисене «Чи лайӑх спорт пайӗ» конкурс-курава хутшӑннӑ май — вӑл халь хулари шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче пырать — ӑсталанӑ иккен. Ку ӗҫре ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, ачасене ӑс паракансем те хастар хутшӑннӑ.

Ҫавӑн пекех 118-мӗш ача пахчинче юмах сӑнарӗсене те туса лартнӑ. Юр кӗлеткисенче ытларах вырӑс халӑхӑн юмахӗсенче тӗл пулаканнисем сӑнарланнӑ. Ку пирӗн шутпа воспитани ӗҫӗнче чӑваш халӑх юмахӗсем сахал вырӑн йышӑннипе ҫыхӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/publicnews/view/51
 

Спорт Ольга Вилухина.
Ольга Вилухина.

Хӗрарӑм биатлонистсем паян пире тепӗр медальпе савӑнтарчӗҫ. Унччен конькипе тупӑшакан Ольга Граф бронза медаль ҫӗнсе илнӗччӗ. Халӗ, ав, тепӗр Ольга медальлӗ пулса тӑчӗ. Вӑл та Ольга, анчах Вилухина биатлонистка.

Спринта Екатерина Шумиловӑна тепӗр спортсменка ӑнсӑртран йӗлтӗрпе лектерчӗ те чупнӑ ҫӗрте персе анчӗ, туйине те хуҫса пӑрахрӗ, винтовки те ванса кайрӗ. Финиша вӑл 60-мӗш ҫитрӗ. Ольга Зайцева — 28-мӗш. Бронзӑна илеймӗ-ши тесе шаннӑ Раҫҫейӗн тепӗр спортсменки Яна Романова 19-мӗш вырӑна тухрӗ.

Пӗрремӗш вырӑнта — Словаки биатлонистки Анастасия Кузьмина. Тӗрӗссипе, вӑл Раҫҫей спорстменкиех-ха, Словакишӗн ӑмӑртать. Бронза медале Украина биатлонистки Вита Семеренко ҫӗнсе илчӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 22

1935
89
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
67
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та